Уçă уроксем иртрèç

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе  литература эрни малалла тăсăлать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем вӗренекенсене тĕрлĕ мероприятие явăçтарчĕç: «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцине хутшăнчĕç,И.Я.Яковлев калавӗсемпе паллаштарчӗҫ, Халал сӑмахӗсене пӗрле вуласа тишкерчӗҫ, Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн кун-ҫулӗ ҫинчен презентаци кӑтартса тӗплӗнрех каласа пачӗҫ.Çавăн пекех уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ. 

Урокĕсем ăнăçлă та çÿллĕ шайра иртрĕç, вĕсен тĕллевĕсем пурнăçланчĕç, паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерчĕç. Ирттернĕ уроксем вĕренекенсене те, хăнасене те питĕ килĕшрĕç. Вĕрентекенсем тĕрлĕ технологие алла илни куç кĕретех. Вĕрентекенсем паянхи пурнăç ыйтнине тĕпе хурса çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе усă курни ачасен тавракурăмне ÿстерме, ăс-хакăлне пуянлатма пулăшать. Уроксем чĕрĕ иртни, вĕренекенсем йывăрлăхсене пăхмасăр хастар хутшăнни, çавăн пекех ушкăнпа ĕçлеме пĕлни тата тусĕсен ĕçне хаклани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Педагогсен шухăшĕпе, çакăн пек уçă уроксем ачасене çĕнĕ стандартсене ăша хывма тата çĕршыва кирлĕ граждансем пулса ÿсме май параççĕ.