Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2018» конкурс иртрĕ. Диктант тексчĕ валли А.Артемьевăн «Тăван чĕлхе» ятпа çырнă сыпăксене илнĕ.
Чăваш чĕлхине пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе 30 яхăн вĕренекен çак конкурса хутшăнчĕç. Чи пултаруллă ачасем йăнăшсăр çырма пултарнине тĕрĕслерĕç.
Диктант çыртарни вĕренекенсен орфографи пĕлĕвĕпе хăнăхăвне çирĕплетсе тарăнлатать, лексикине пуянлатать, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ те ытларах ӱсет.