Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта «Чĕлхе - халăх мулĕ» вǎйǎ иртрĕ

Кам тǎван чĕлхене юратмасть-

Вǎл тǎван амǎшне юратмасть.

Кам тǎван амǎшне юратмасть-

Вǎл тǎван халǎхне юратмасть.

Кам тǎван халǎхне юратмасть-

Вǎл тǎван çĕршыва юратмасть

Пирĕн тǎван чĕлхе – чǎваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкрен чǎвашла калаçса ÿснĕ.Чǎваш чĕлхи- атте-анне чĕлхи.Тǎван чĕлхе – чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе. Мĕн тери илĕртÿллĕн янǎрать вǎл. Пирĕн хамǎр тǎван чĕлхепе яланах мухтанмалла, ǎна упрама тǎрǎшмалла. Çакна шута илсе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулǎн 7 класра   вĕренекенсем хушшинче «Чĕлхе - халăх мулĕ» вǎйǎ иртрĕ. «Хĕвел», «Шевле» тата «Шуçǎм» ушкǎн пĕр-пĕринпе тупǎшрĕç. Темĕн те тумалла пулчĕ вĕсен: хаçат та кǎлармалла, ваттисен сǎмахĕсене те пĕлмелле, вĕçен кайǎк ячĕсене вырǎсла та куçармалла, чǎваш чĕлхеçисене те пĕлмелле . Питĕ хĕрÿ пулчĕ тупǎшу. Никамǎн та хыçала юлас килмест. Юлашкинчен вара, «Хĕвел» тата «Шевле» ушкǎнсенчен кǎшт кǎна ытларах балл пухса,  «Шуçǎм» ушкǎн çĕнтерчĕ.

Вǎйǎ вĕçĕнче вĕренекенсем тǎван чĕлхепе мǎнаçланма, хǎпартланма, хǎйсем чǎваш пулнипе мухтанма сǎмах пачĕç. Хаваслǎ тупǎшу асǎнмалǎх сǎн ÿкерттернипе вĕçленчĕ.