Елчĕкри вӑтам шкулта вĕрентекен Муравьева Г.Л. - "Пултаруллӑ ҫамрӑк учитель" номинаци ҫĕнтерÿҫи

2018 ҫулхи ака уйӑхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкар хулин 47-мĕш вӑтам шкулĕнче  Чӑваш Республикин вĕренÿ тата ҫамрӑксен политикин министерстви чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ фестиваль иртрĕ. Фестиваль икĕ мероприятие пĕрлештерчĕ: 2018 ҫулхи республика шайĕнчи чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен конкурсĕн 2-мĕш тапхӑрне тата "Раҫҫей Федерацийĕн нумай нациллĕ халӑхĕ культура тĕрлĕ енлĕхне тата чĕлхе эткерлĕхне упраса аталантарасси" семинар.

Конкурсӑн иккĕмĕш тапхӑрне 10 учитель хутшӑнчĕ. Вĕсен шутĕнче Елчĕкри вӑтам шкул вĕрентекенĕ Муравьева Г.Л. та хӑйĕн ӑсталӑхне кӑтартрĕ. Галина Леонидовна икĕ номинацире тупӑшрĕ: "ӑстаҫӑ урок" тата "чӑваш тумĕ кӑтартас ӑсталӑх".

"Пултаруллӑ ҫамрӑк учитель" номинацире Галина Леонидовна ҫĕнтерÿҫĕ ята илме тивĕҫлĕ пулчĕ. Чӑвашлӑха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕҫлĕ ĕҫсем тунӑшӑн вĕрентекене чӑваш наци конгресĕн хисеп хучĕпе чысланӑ. Пултаруллӑ ҫамрӑк вĕрентекене саламлатпӑр, малалла та пысӑк ӑнӑҫусем тума сунатпӑр.