Геннадий Никандрович Волков- чăваш çĕрĕн паллă ывăлĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ çак сумлă этнопедагога халалласа «Хавхалану» пултарулăх фестивальне ирттерчĕ. Фестиваль-конкурс авăн уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕччен пычĕ. Вăл Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Фестиваль çак тĕллевĕсемпе иртрĕ: шкул ачисене тата педагогсене Раççĕй Федерацийĕн сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси; чăвашсен паллă педагогĕн кун-çулĕпе ĕçне-хĕлне лайăх пĕлекен ачасене тупса палăртасси, вĕсене ăмăртăва анлăрах явăçтарасси; шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшасси.
Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем те çак фестиваль-конкурса хутшăнма кăмăл турĕç. «Прозопа поэзии» номинацинче П. Чернов(вĕрентекенĕ-Т.Г.Маркова) хăй çырнă «Ман çĕр-шыв – чăваш çĕр-шывĕ, Елчĕк енĕм» сăвăпа 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. «Чи лайăх буктрейлер» номинацинче вара Ю. Адюкова (вĕрентекенĕ - Г.В.Каринкина) 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Мала тухнисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене саламлатпăр! Малашне те тĕрлĕ çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатпăр.