Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлý паракан вăтам шкулта республика шайěнчи "Асамат кěперě" наукапа практика конференцийě иртрě

Паллă ăсчах, çыравçă, публицист, критик, этнопедагогика никěслекенě Геннадий Никандрович Волков  çyралнăранпа юпа уйăхěн 31-мěшěнче 90 çyл çитет. Унăн пархатарлă ěçě халăхсем хушшинчи, нумай нациллě литературăсем хушшинчи туслăха çирěплетес, авалхи йăла-йěркесене анлăлатас тěллевпе çирěп çыхăннă.Çaв тěллеве пурнăçлас тесе вăл ырми-канми ěçленě.

  Шăп та лăп çак паллă çынна халалласа Елчěк районěнчи Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлý паракан вăтам шкулта  республика шайěнчи "Асамат кěперě"   наукапа практика конференцийě  иртрě. Ăслăлăх уявне пуçтарăннисене Аслă Елчěк шкул директорě Н.Ф.Малышкин, педагогика наукисен докторě, профессор Т.Петрова, Елчěк  район пуçлăхě И.Васильева тата ытти паллă хăнасем те саламларěç. 

 Елчěк шкулěн вěренекенěсем те çак конференцие хаваспах хутшăнчěç. Тěпчев ěçěсене хýтěлесе вěсем палăрма та пултарчěç. " Манăн халăх культури, йăли-йěркисем" секцире Ю.Адюкова (вěрентекенĕ Каринкина Г.В) 1-мěш, С.Кожевникова (вěрентекенĕ Кушманова Н.В) 2-мěш, К.Агеева ( вěрентекенě Тябукова В.В) 3-мěш вырăнсене йышăнма пултарчěç. А.Сидорова (вěрентекенě Федорова Р.В) та лауреатсен шутне кěчě. "Этнопедагогика халăх искусствинче" секцире А.Мальцева ( вěрентекенě-Егорова И.В.) 1-мěш вырăн йышăнчě.

  Мала тухнисене, çaвăн пекех вěсен вěрентекенěсене пурне те  саламлатпăр. Малашне те çaпла хастар пулма  ăнăçyсем сунатпăр.