Валерий Туркайпа Елчĕкри вăтам шкулта тĕл пулу иртрĕ

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хальхи вăхăтра чăвашсен чи сумлă, чи пултаруллă поэчĕпе – Валерий Владимирович Воробьев (Туркайпа) тĕл пулчĕç. Ăна пирĕн республикăра кăна мар, пысăк та аслă Раççей патшалăхĕнче пур çĕрте те пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Валерий Туркай – халăх поэчĕ те, общество деятелĕ те, таса чунлă, ырă кăмăллă çын та. Вăл вĕренекенсене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, чаплă сăввисене шăрантарчĕ,  чылай кĕнеке парнелерĕ. Хăйĕн тарăн шухăшлă сăввисемпе поэт ку чухнехи пурнăçа – унăн лайăх енĕсене те, çитменлĕхĕсене те – тĕрĕс хак парать.

Валерий Туркай пире пурнăçри тĕрĕсмарлăхпа, ултав – суявпа та татăклăн кĕрешме йыхăрать, туслăхпа юратăва упрама, мал енне çирĕппĕн утма чĕнет, пĕртен-пĕр тĕрĕс çул кăтартать. Сăвăç пултарулăхĕнчи тепĕр пысăк тема вăл – çын чунĕ, чун черченлĕхĕ, ыратăвĕ, асапĕ. Çак темăна тĕпе хурса çырнă сăвăсем пире пĕрне пĕри ытларах хаклама, хисеплеме, юратма тата упрама хистеççĕ. Çак ăшă тĕл пулу ачасен асĕнче юлчĕ. Вĕсем те поэта çĕнĕ сăвăсемпе поэмăсем çырма ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-çул тата иксĕлми хавхалану сунчĕç.