Елчĕкри вǎтам шкулта вĕренекенсем библиотека диктантне хутшǎнчĕç

Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур. Пирӗн те, чӑвашсен, патшалӑх гербӗсем сӗм авалтанах пулнӑ. Ҫак символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫӗ, вӗсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫне, культурине, ӑс – хакӑлне сӑнласа параҫҫӗ. Ялав, герб тата гимн Чӑваш Республикин хальхи патшалӑх символӗсем. Вӗсене 1992 ҫулта республикӑн Аслӑ Канашӗ ҫирӗплетнӗ.

Хальхи Патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑрать: «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ геральдика хӳтлӗхӗ, ун тӑрринче авалхи чӑвашсен «Виҫӗ хӗвел» эмблеми, аялта – «Чӑваш Республики – Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ лента, вӗҫӗнче хӑмла ӳкерчӗкӗ.

Патшалӑх ялавӗ тӳр кӗтеслӗх евӗрлӗ, ҫӳлти сарӑ, аялти – тӗксӗм хӗрлӗ. Варринче «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсем. Герб ҫинче те, ялав ҫинче те икӗ тӗп тӗс. Сарӑ тӗс хӗвел айӗнче чӑвашсем пурӑнакан талккӑш символӗ, хӗрли ҫӗре пӗлтерет.

Ялавпа гербӑн авторӗ, чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Элли Михайлович Юрьев.

Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе «Тӑван ҫӗршыв» юрра ҫирӗплетнӗ. Унӑн авторӗсем И.Тукташ поэт тата Г.Лебедев композитор.

Ака уйǎхĕн 27 – мĕшĕнче11 сехетре Чǎваш Республикинчи Наци библиотеки «Чǎваш Республикин патшалǎх символĕсем» библиотека диктанчĕ»  акци йĕркелерĕ. Акцие халалласа çак кун республикǎри пур районпа хулара та библиотека диктанчĕ иртрĕ

Елчĕкри вǎтам шкулта вĕренекенсем те библиотека диктантне активлǎ хутшǎнчĕҫ.