Чǎваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетнĕ май, ака уйǎхĕн 29-мĕшĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта литература каçĕ иртрĕ. 5-7 –мĕш классенче вĕренекенсем Г.Н.Волков калавĕсем тǎрǎх хатĕрленĕ юмахсене сцена çинче кǎтартрĕç. «Ǎслǎ ача», «Аçу-аннÿ яланах хисепре пултǎр», «Ватта сума суман, хǎй те ырǎ курман», «Çил - тǎвǎл», «Анне яшки - чи тутли» тата ытти хайлав тǎрǎх лартнǎ сценкǎсене курма кǎмǎллǎ пулчĕ. Ǎслǎ та пултаруллǎ, ĕçчен те сǎпайлǎ пулма вĕрентеççĕ Г.Н.Волков хайлавĕсем. Ватǎ çынна хисеплекен ача ырǎ çын пулса ÿсни çинчен калать ачасен ĕçĕ.
Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ ваттисем: «Лаша пуласси тихаран паллǎ, çын пуласси ачаран паллǎ».
Чǎваш чĕлхине хальхи шая çитернĕшĕн чĕлхене аталантаракансен умĕнче пуçа таймалла пирĕн. Ирĕклĕ çĕр-шывǎмǎрта ирĕклĕн янǎратǎр пирĕн тǎван юратнǎ чĕлхем тесе кашнин тǎрǎшмалла.