«Пӗлетӗр-и эсир?» вăйă

Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхӗн 26-мӗш кунӗнче «Пӗлетӗр-и эсир?» вăйă иртрӗ. Вăййа 7 «к» класра вӗренекенсем хаваспах хутшăнма кăмăл турӗç. Вăйăра вӗренекенсен виçӗ станци витӗр тухмалла пулчӗ. Пӗрремӗш станци  «Манăн тăван халăх» ятлă пулчӗ. Ку станцинчи ыйтусем чăваш халăхӗпе çыхăннăскерсем пулчӗç. Чăвашсен чи пӗрремӗш хаçачӗ мӗн ятлине, чи хисеплӗ йывăçӗ мӗнле йывăç пулнине, Раççейре чăвашсем халăх йышӗн шучӗпе миçемӗш вырăнта тăнине, космосра та пăсăлман чăваш апачӗ мӗскер иккенне пӗлме тăрăшрӗç вӗренекенсем асăннă станцире.

 Иккӗмӗш станци – «Кӗрлерӗ вăрçă, çунчӗ çӗр». Кунта вӗренекенсене вăрçа темипе çыхăннă ыйтусем кӗтрӗç: вăрçа хутшăннă çыравçăсенчен камсене  пӗлетӗр, «Таня» поэмăна хăçан тата кам çырнă…

Виççӗмӗш станцире вара экологипе çыхăннă ыйтусем пулчӗç. «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне хăй сыхлать» ятлă пулчӗ вăл. Ку станци – чи йывăрри пулчӗ пулӗ, мӗншӗн тесен йывăç ячӗсене чăвашла куçарасси, ваттисен сăмахӗсемпе каларăшсене вӗçлесси, Чăваш республикинчи Наци паркӗ çичен çырса парасси пӗрре те çамăл мар пуль.

Вăйă кăсăклă иртрӗ. Ачасем нумай çӗнни пӗлчӗç. Çакăн евӗрлӗ вăйăсем вӗренекенсен ăс-тăнне аталантарма, пӗлӗвне çÿллӗ шая çӗклеме пулăшаççӗ.