Чăваш ачисем мěншĕн вырăсланма пăхаççě?

2017 çулхи ака уйãхẽн 25-мẽшẽнче пурте юратса итлекен Чãваш Наци радиовẽ 8 çулхи çypалнă кунне паллă турě. Шăпах, 8  çyл каялла, И.Я.Яковлев çypалнă кун, чăваш чěлхи кунěнче Чăваш Наци радиовě янрама пуçланă. Çaкна пула,  çaк кун Наци радиовěн эфирěнче  тýрě эфирсем пулчěç. Пирěн Елчěкри вăтам шкулта 10"Э" класра вěренекен Юлия Адюкова та Наци радиовěн штатра тăман корреспонденчě пулнă май, Алина Герасимова редакторпа - "Ачалăх урхамахě" кăларăмпа тýрě эфирта пулчě. Çaкна палăртса хăвармалла, Юля Чăваш Наци радио эфирĕнче 4 мěш çyл "Ачалăх урхамахĕ", çaвăн пекех "Тус-юлташ саламě" кăларăмсене ертсе пыма хутшăнать, унсăр пуçне шкул, район хыпарĕсене пěлтерсе тăрать. 
Хальхи кăларăмра вара вěсем чуна ырттаракан  "Чăваш ачисем мěншĕн вырăсланма пăхаççě?" ыйтăва сýтсе яврěç. Эфира çaвăн пекех  вĕренýпе çaмрăксен политикин министрěн çyмĕ Фëдорова Алевтина Николаевна тата Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ Никифоров Геронтий Лукиянович та хутшăнчěç. Чуна ыраттаракан ыйту çине чылай хурав шырарĕç. Паллах, сăлтавĕ те чылай темелле: ача садĕнченех вырăсла калаçтарни, пухусене вырăсла иртерни, тĕрлĕ мероприятисемпе уявсене те ытларах вырӑс чӗлхипе иртерме килӗштереҫҫӗ. 

Ҫамрӑксем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ самантсенче, килти, ҫемьери  хутшӑнура та час-часах вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Кашни халӑх хӑйӗн чӗлхине юратса, хисеплесе калаҫать. Тутар халӑхӗ: ҫамрӑксем те, ваттисем те, хӑйсен чӗлхине хисеплеҫҫӗ, ытларах унпа ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Чӑвашсен те хӑйсен чӗлхине манӑҫа кӑлармалла мар, аталантарса, пуянлатса пыма тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ кӑларӑма хутшӑнакансем. Радиотлекенсем вара хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене шӑнкӑравласа ыйтса пĕлме пултарчӗҫ. 
Чӑваш чӗлхипе ытларах шкул пухӑвӗсенче, хулари е ялти ача сачӗсенче, тӗрлӗ уявсенче хутшӑнса ӗҫлесен чӗлхе тата та ытларах аталанӗ. 

Чӑваш ачинче чӑваш чунӗ тапать. Чӑвашлӑха пӗтерес марччӗ.