Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта 5-6 классем хушшинче экологи çулталăкне халалласа «Пĕлетĕр-и, эсир?» викторина иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: çут çанталăк илемне курма, юратма вĕрентесси, ăна сăнас тата упрас туйăма ÿстересси.
Вĕренекенсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа хăйсен тимлĕхне, тавçăруллăхне тата шухăшлавне аталантарчĕç. Кунта та хăйне кура йывăрлăхсем пулчĕç. Вĕсем ытларах юхан шывсемпе çăл куçсем, ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусенче палăрчĕç. Анчах та вĕренекенсем викторина ыйтăвĕсем çине ăнăçлă хуравларĕç, хăйсен пĕлĕвне кăтартма пултарчĕç.
Çут çанталăк çыншăн мар, çын çут çанталăкшăн пулмаллине тепĕр хут çирĕплетсе хăварчĕç тавралăхшăн тăрăшакансем. Вăл пуриншĕн те ырă та илемлĕ. Ăна курса çын савăнать, унпа пĕрле чĕрĕлет, вăй-хал пухса ĕçлеме пуçлать.