ЧĂВАШЛА ДИКТАНТ ÇЫРТĂМĂР

2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Г.Н.Волков академик çуралнăранпа 90 çул çитнине асра тытса тата Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2017» акци иртрĕ. Диктант тексчĕ валли Г.Н.Волков этнопедагогăн «Ăслă ача» хайлавĕнчи сыпăка илнĕ. «Тăван радио» тата Наци радиовĕнчи  диктант текстне тÿрĕ эфирта вулама Мария Самделована шаннă.

Чăваш чĕлхине пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 56 вĕренекене яхăн «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» конкурсра хутшăнчĕç. Чи пултаруллă ачасем йăнăшсăр çырма пултарнине тĕрĕслерĕç.

Диктант çыртарни вĕренекенсен орфографи пĕлĕвĕпе хăнăхăвне çирĕплетсе тарăнлатать, лексикине пуянлатать, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ те ÿсет.