Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта  чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

Тĕллевĕ: ачасене чăваш халăх чĕлхине, историне, йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентесси. Линейкăра ачасем эрнен ĕç планĕпе паллашрĕç, пултаруллă вĕренекенсем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем шăрантарчĕç.

Чăваш Республикинче 1992 çултанпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ И.Я.Яковлев çуралнă. Кăçал вăл çуралнăранпа 169 çул çитет. Хамăр ентеш те – паллă çыравçă, этнопедагог Г.Н.Волков çуралнăранпа 90 çул çитет. Вĕсене халалласа Федорова В.В. библиотекарь «Паллă ăсчах – Г.Н.Волков», «И.Я.Яковлев – чăваш халăх улăпĕ» ятпа кĕнекесен куравĕ йĕркелерĕ, пултарулăхне халалласа ӱкернĕ видео кăтартрĕ.

Ку эрнере вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартса, конкурссенче çĕнтерсе громотăсене тивĕçме пултараççĕ.