2014-2015 вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта кадет класĕ уçǎлнǎ. Ку, паллах, шкулшǎн пысǎк çитĕнÿ. Паянхи кун тĕлне шкулта икĕ кадет класĕ. 6к класра -24 вĕренекен (ертÿçи – В.А. Николаев), 5к класра – 20 вĕренекен (ертÿçи – С.В. Долгов). Аслǎ категориллĕ, пысǎк опытлǎ вĕрентекенсем ĕçлеççĕ шкулта.
Районти тĕрлĕ шкулсен 4-мĕш класĕсенчен вĕренсе тухакансем асǎннǎ класа килме тест ĕçĕсем витĕр тухмалла пулчĕ. Ытларах вырǎс чĕлхи, математика, тǎван тавралǎх предмечĕсене аван пĕлни кирлĕ.
Кадет класĕсенчи вĕрентÿ программинче улшǎнусем пур: обществознани, ОБЖ предмечĕсем кĕреççĕ.
Шкулта спорт енĕпе аталанма та тĕрлĕ май пур. Çакна шута илсе, кадет класĕсенче эрнере пĕр хутчен кĕрешÿ секцийĕ йĕркеленĕ. Ǎна С.В. Александров тренер ертсе пырать. Унта ачасем кĕрешĕвĕн тĕрлĕ меслетне алла илме хǎнǎхаççĕ.
Пĕр çемьери пекех туслǎн пурǎнаççĕ тĕрлĕ ялтан çÿрекен ачасем. Ĕçре те, вĕренÿре те, спортра та, юрǎ-ташǎра малтисен ретĕнче пулма тǎрǎшаççĕ. Республикǎра, районта, шкулта иртекен пĕр мероприятирен те пǎрǎнмаççĕ вĕренекенсем.
Чǎн та, асǎннǎ класра вĕренни ачасен пултарулǎхне тĕрлĕ енлĕ аталанма май парать, тǎрǎшуллǎ та хастар пулма хавхалантарать.