Вãрçã…Мĕн тери хãрушã сãмах . Мĕн чухлĕ çын пурнãçне илсе кайнã вãл. Тãван çĕршывãн чысĕпе ирĕклĕхĕшĕн, пуласлãхĕшĕн кĕрешсе Елчĕк районĕнчен те 3427 салтак пуçне хунã. Аслã Аттелĕх вãрçи вĕçленнĕренпе 72 çул çитет пулин те, унãн суранĕсем халĕ те ÿт илмен-ха.
Çакна тĕпе хурса Елчĕк районĕнче «Çĕр çинчи пурãнãçшãн» патриотла сãвãсен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса районти шкулсенче вĕренекенсем хãйсен вãрçã темипе çырнã сãввисене тãратрĕç. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вãтам шкултан асãннã конкурса 9-мĕш класра вĕренекен Маркелова А. (ертÿçи- Морозова Г.В.) тата 10-мĕш класра вĕренекен Адюкова Ю. (ертÿçи – Каринкина Г.В.) хутшãнчĕç. Маркелова А. «Пулнã вãрçã…Пулнã Çĕнтерÿ» номинацире 3-мĕш вырãна тухма пултарчĕ. Адюкова Ю. вãрçã ветеранĕ каласа панã тãрãх çырнã «Ветеран» сãввипе аслã классем хушшинче 1-мĕш вырãна çĕнсе илме пултарчĕ. Халĕ унãн район чысне республикãра хÿтĕлемелле пулать.
Саламлатпãр çамрãк поэтсене! Район çĕнтерÿçине вара конкурсãн иккĕмĕш тапхãрĕнче ãнãçу та çĕнтерÿ сунатпãр.