ППП МБУ «Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти» чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн 2-мĕш заседанийĕ иртрĕ.
Унта муниципаллă шайра иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадин ыйтăвĕсене пăхса тухнă, çĕнĕлĕхсене палăртнă.
5 а, 5 б, 5 к класра вĕренекенсен 1 чĕрĕкĕн пĕлÿ шайне мониторинг туса пĕтĕмлетнĕ. Çитменлĕхсене палăртнă, çĕнĕ технологи мелĕсемпе ытларах ĕçлемеллине асăрхаттарнă.
Н.Г.Иванова, О.А.Вишнева 2016 вĕренÿ çулĕнче кăларнă вĕренÿпе методика пособинче пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан организацисенче 5-мĕш класс ачин пĕлĕвне пур енлĕн хакламалли тĕрĕслев – хаклав ĕçĕсене панă. Ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – 5-мĕш класс ачисен вĕренÿри çитĕнĕвĕсене палăртасси.
Вариантсенчи ĕçсене тĕрĕслеме вĕрентекенсем валли тĕрĕслев ĕçĕсемпе вĕсен хуравĕсене уйрăм брошюрăпа кăларнă.
Пĕтĕмлетÿ:
1) районти олимпиадăна хутшăнма ачасен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕн аталантармалла;
2) чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕ вĕрентмелле;
3) 5 класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе литературãри çĕнĕлĕхсенче ăнлантарса ĕçлеме хăнăхтармалла.