«Çĕр çинчи пурǎнǎçшǎн» патриотла сǎвǎсен конкурсĕ

Пĕтеймен-ха вǎрçǎ, пĕтеймен…

Миçе пин салтак çĕре кĕмен!

-Вил тǎпри çинче пǎшал пемен.

Ячĕсем те çырǎнса пĕтмен.

Пĕтеймен-ха вǎрçǎ…Пĕтеймен!

Ун кǎварĕ халĕ те сÿнмен.

Час-часах шаккать вǎл алǎкран…

 Уйрǎлма пĕлмест-çке халǎхран.

             ( Василий Шихранов)

 

     Чǎнах та, вǎрçǎ суранĕ кашни çемьенех кĕрсе тухнǎ. Паянхи кунччен те сывалман суран темĕн чухлех. Тамǎкри тǎватǎ çула ниепле те асран кǎларма çук пулĕ. Вǎл ĕмĕрлĕхех халǎхшǎн чи тарǎн суран пулса юлĕ.

   Чǎвашран вǎрçа 208229 çын хутшǎннǎ, вĕсенчен 106470 салтак каялла тǎван килĕсене таврǎнайман. Аслǎ Çĕнтерÿ  пулнǎранпа кǎçал 71 çул çитрĕ. Çакна халалласа республика шайĕнче  «Çĕр çинчи пурǎнǎçшǎн» патриотла сǎвǎсен конкурсĕ  иртрĕ. Унта пурĕ 16 районпа 2 хуларан  116 вĕренекен хутшǎнчĕ. Вĕсем хǎйсен вǎрçǎ темипе  çырнǎ сǎввисемпе паллаштарчĕç.  Конкурса Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта вĕренекен Адюкова Юлийǎпа (ертÿçи – Каринкина Г.В.) Филиппова Виктория (ертÿçи – Корнилова Е.Н.) та хутшǎнчĕç.  Адюкова Юлия  хǎй çырнǎ «Июнĕн 22-мĕшĕ» сǎвǎпа «Брестǎн сǎваплǎ çĕрĕ» номинацире 3-мĕш вырǎна тухма пултарчĕ. Вǎл вуланине ыттисем те куççуль кǎлармасǎр итлесе ларма пултараймарĕç.

   Саламлатпǎр вĕренекенсене. Вĕсене малашне тата та пысǎк çитĕнÿсем сунатпǎр.