Ака уйǎхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри вǎтам шкулти 10-11 класра вĕренекенсемпе Тихǎн Петĕрккин «Кушкǎ ачи» повеçĕ тǎрǎх урок-конференци иртрĕ.
Повеçре чǎваш халǎхне çутта кǎлараканǎн Иван Яковлевич Яковлевǎн ача чухнехи пурнǎçне, шкулта вĕреннĕ тапхǎра уçса панǎ. Чǎвашсен пурнǎçне, йǎли-йĕркине тимлĕ сǎнать вǎл, юрри-ташшине итлесе-курса киленет. Гимназире вĕреннĕ чухне тǎван халǎх валли çырулǎх йĕркелесси пирки шутлама тытǎнать. Ĕç çыннисене çутта кǎларассишĕн тǎрǎшакан вырǎс çыннисемпе, уйрǎмах И.Н. Ульяновпа, çывǎх паллашнǎ.
Вĕсем пулǎшнипе И. Яковлев 1868 çултах чǎваш ялĕсенчен Чĕмпĕре 4-5 ача чĕнсе илсе вĕсене вĕрентме тытǎнать, хулари шкулсене вĕрентме кĕртет. Каярахпа вара çав чǎваш ачисен ушкǎнĕнчен Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕ пуçланса кайнǎ.
Литературǎри ĕçĕ-хĕлĕпе И. Яковлев вулакансене тǎван халǎха юратма, хисеплеме, уншǎн тǎрǎшса ĕçлеме вĕрентесшĕн пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.