«Чǎваш апат-çимĕçĕ» тата «Ачасен ал ĕçĕсем» курав

   Чǎваш халǎхĕ мĕн авалтанах хǎнасене тарават кĕтсе илнĕ. Хуçасен сĕтелĕ ялан тутлǎ апат-çимĕçпе авǎнса тǎнǎ. Мĕн кǎна пулман пулĕ чǎвашсен сĕтелĕ çинче: шǎрттанĕ, хуплǎвĕ,  кукǎлĕ, чǎкǎчĕ …Лавккаран илнĕ çимĕç мар, килте хатĕрленĕ апат -çимĕç илем кÿнĕ чǎваш сĕтелне. Тен, çавǎнпах та пулĕ, ача-пǎча та сывлǎхлǎ çитĕннĕ ун чухне.

   Шел пулин те, паянхи кун тĕлне нумай чǎваш апачĕ манǎçа тухнǎ.  Хǎш-пĕр чǎваш апат-çимĕçĕ çинчен вара эпир асаттесемпе асаннесем каласа панǎ тǎрǎх çеç пĕлетпĕр.

   Ака уйǎхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта «Чǎваш апат-çимĕçĕ» тата «Ачасен ал  ĕçĕсем» курав уçǎлчĕ. 5-6 классенче вĕренекенсем ятарласа курав валли хǎйсем пĕçернĕ чǎваш çимĕçĕсене илсе килчĕç. Икерчĕ те , кукǎль та, капǎртма та, йǎвача та пур кунта. Чǎваш ĕлĕкренех аякран килекен хǎнана е çĕнĕ çынсене çǎкǎр-тǎварпа кĕтсе илнĕ. Ятарласа çав çǎкǎра пĕçерме те ÿркенмен вĕренекенсем. Паллах, кунта ашшĕ-амǎшĕн пулǎшǎвĕсĕр пулман ĕнтĕ.

   Аслǎ классенче вĕренекенсем вара курава хǎйсен аллисемпе ǎсталанǎ чечексене тǎратрĕç: хĕрли те , сарри те, кĕренни те пур кунта. Аякранах куçа илĕртеççĕ вĕсем.

  Чǎваш мĕн авалтан ĕçчен те пултаруллǎ халǎх шутланнǎ. Апла пулсан, малашне те   ята ярас мар. Асатте-асаннесенчен вĕренмелли пирĕн питĕ нумай. Хамǎр халǎхǎн йǎли-йĕркисене манǎçа кǎларас марччĕ.