Петрова Екатерина Ивановна – Сăр хÿтĕлев чиккине тунă ĕç паттăрĕ

   


2021 çула Чăваш Республики Пуçлăхĕн Указĕпе Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Кăçал Чăваш ен çĕрĕ çинче хÿтĕлев чиккисем тума тытăннăранпа 80 çул çитрĕ. Сăр тата Хусан тăрăхĕпе иртекен хÿтĕлев чиккин историне, чăваш халăхĕн паттăрлăхне, вĕсен пархатарлă ĕçне упраса хăварасси кашни çыннăн тивĕçĕ.      Хуласемпе ялсем тавра оборона линийĕсем тăвасси пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнă. Унта ытларах хĕрарăмсемпе ачасем ĕçленĕ.Тыл ĕçченĕсем хушшинче манăн ват кукамай, Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Петрова Екатерина Ивановна та пулнă. «Çанталăкĕ калама çук сивĕ тăчĕ çав хĕл, кайăксем  вĕçсе пынă чух ÿксе вилетчĕç. Эпир кивĕ тумтирпе, çăпатапа ĕçлетпĕр. Шăн çĕре кĕреçепе, лумпа, пуртăпа таккатпăр»,- куççульленсе каласа парать вăл.

 - Эсир хăçан  çуралнă?

 - Эпĕ Аслă Таяпа ялĕнче 1923 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Хамăр ялти шкула çÿренĕ. 4 класс пĕтернĕ хыççăн урăх ниçта та вĕренме май пулмарĕ. Çемьере  эпир ултă пĕртăван пулнă, эпĕ чи асличчĕ. Атте Иван Игнатьев чирлĕччĕ, çавăнпа ăна салтака та илмерĕç. Анне кунĕн-çĕрĕн колхозра ĕçлетчĕ.  Пурнăç йывăр пулнă.

 - Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă куна астăватăр-и? Эсир вăрçă çулĕсенче ăçта, мĕн ĕçленĕ?

 - Вăрçи пуçланнă çул эпĕ 17-ре пулнă. Ытти çамрăксемпе пĕрле колхозра вăй хунă: тырă вырнă, утă çулнă, вир çапнă. Хирте ĕçленĕ чух пире вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Хĕрарăмсем йĕреççĕ, эпир çамрăксем ăнлансах кайман пулĕ, йĕме пĕлмен.

     Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче 18 тултартăм та, тепĕр эрнерен мана повестка пачĕç. Сăр тăрăхне окоп чавма каймалла терĕç. Килте пурте йĕреççĕ: аттепе анне те, шăллăмсемпе йăмăксем те, хам та. (Йĕрет). Ялтан нихçан та ниçта та тухса курман, çавăнпа хăранă. Аслă Таяпа ялĕнчен Сăр юхан шыв хĕрринче окопсем чавма эпир улттăн тухса кайрăмăр: Анастасия Тяптушкина, Перасковья Танкина, Наталья Адюкина, Александр Гордеев, Николай Никонорович Ялманов. Пире районтан лашапа леçрĕç. Улатăра виçĕ талăкран çитрĕмĕр.

- Сăр тăрăхĕнче эсир мĕн ĕçлерĕр? Мĕн тÿссе ирттертĕр?

- Уваровка ялне (Улатăр районĕ) çитсен пире тĕрлĕ çĕре вырнаçтарчĕç. Эпир хĕрсемпе пĕр хĕрарăм патĕнче пурăнма пуçларăмăр. Унăн упăшки вăрçăраччĕ, ачи-пăчи çук, пĕчченех пурăнать. Пирĕн ялтан килнĕ Гордеев Александрпа Ялманов Николая пĕр 5-6 кунтанах каялла чĕнсе илчĕç. «Эсир кунта мар, фронтра ытларах кирлĕ»,- терĕç. Вĕсене вăрçа илсе кайрĕç.Эпир каччăсене  йĕре-йĕре ăсатрăмăр.

  Çанталăкĕ тĕлĕнмелле сивĕ тăратчĕ, пĕр 45 градуса та çитетчĕ. Пите тăм илетчĕ, алă шăнса кÿтетчĕ. Тăпра хытă шăннăран кашни сантиметрне пуртăпа, кĕреçепе, лумпа  таккаттăмăр, икĕ метр тарăнăш  чавамаллаччĕ. Чавса кăларнă тăпрана наçилкка çине тиесе Сăр юхан шыв хĕррине кайса тăкаттăмăр. Кунсерен пĕр участок пайласа паратчĕç, кашни ушкăна метр çурă лекетчĕ. Эпир хамăр ял хĕрĕпе Тяптушкина Анастасийăпа ĕçлеттĕмĕр. Вăл манăн чи çывăх юлташчĕ, манран пĕр çул аслăрах пулнă. Иксĕмĕр питĕ тăрăшса ĕçлеттĕмĕр, яланах чавмалли норматива тултараттăмăр. Сĕм çĕрлечченех чаваттăмăр. Никам та йывăр тесе каламан, пăрахса та кайман.

   Апатне пире ĕçленĕ çĕртех çитеретчĕç. Яшки те, чейĕ те лĕп çеçчĕ, час сивĕнсе каятчĕç. Çăкăрне питĕ сахал паратчĕç. Кăвайт чĕртсе, юра ирĕлтерсе чей вĕретсе ĕçеттĕмĕр.

   Çăпата та çĕтĕлсе ураран тухса ÿкетчĕ. Вăрмантан пушăт касса хваттере çитсен саплаттăмăр. Чăлха-нуски те, алсиш те йĕп-йĕпе пулатчĕ. Хваттерĕ сивĕччĕ, çавăнпа тумтире типĕтме çукчĕ. Урайĕнче кăррипе чăмаккипе, хывăнмасăрах выртса тăраттăмăр, ая çапăсем сараттăмăр. Çапла виçĕ уйăх нушалантăмăр. (Куççульне шăлать).

- Çапла, Екатерина Ивановна, тем те курнă, тем те тÿснĕ эсир. Нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленме  хатĕр тăнă. Сăр хÿтĕлев чиккине туса пĕтернĕ хыççăн тата ăçта хутшăнма тиврĕ-ха сире?

- Сăр юхан шыв çинчи пăр ирĕлме тытăнсан ĕçлеме йывăрланчĕ. Вара пире киле ячĕç. Питĕ йывăр чирлесе таврăнтăм Сăр тăрăхĕнчен. Нумай вăхăт хушши сиплентĕм.

   Кайран Улатăра вăрман касма ячĕç. Йывăçсене алă пăчкипе касаттăмăр. Пĕренисене вăкăрпа турттаратчĕç. Бараксенче пурăнаттăмăр, варринче çаврака кăмака ларатчĕ. Çавăнта тумтирсене типĕтеттĕмĕр. Улатăрта та йывăр ĕçсене пĕтĕмпех хĕрарăмсемпе çамрăк  ачасем, ватă арçынсем   тăватчĕç. Шăнса чирленĕ хыççăн вилекенсем те пулчĕç.

   Кăшт вăхăт иртсен Иваново хулине илсе кайрĕç. Хамăн юлташ хĕрĕпе, Настьăпа пĕр заводра ĕçлерĕмĕр. Унта снарядсем, минăсем, гранатăсем туса кăларатчĕç. 1-мĕш сменăра кăна мар, 2-мĕш, 3-мĕш сменăсенче те ĕçленĕ. 10-12-шер сехет ура çинче тăраттăмăр. Апачĕ те çителĕксĕрччĕ. Темле йывăр пулсан та чăтрăмăр. Хăш-пĕр хĕрсемпе каччăсем  заводра ĕçленĕ çĕртен тарчĕç. Вĕсене тытса тĕрмене  хупрĕç.

   Çав вăхăтрах çул сарнă çĕрте те  вăй хутăмăр. Наçилккапа вĕтĕ чул (щебенка) çĕклеттĕмĕр. Юлташ хĕрĕпе эпир вырăсла пĕлсех кайман, çынсенчен  ютшăнаттăмăр. Икĕ уйăхран тăван яла таврăнтăмăр.

 - Вăрçă пĕтсен  пурнăçăрта мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç?

 - Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулмарĕ. Нумайăшĕ хăйсен çывăх тăванĕсене вăрçăран кĕтсе илеймерĕ. Кам ашшĕсĕр, кам ывăлсăр тăрса юлчĕ. Ялта колхозра арçын алли çитместчĕ. Хĕрарăмсене, хĕрсене йывăр тиветчĕ. Эпир 1950 çулта хамăр ял йĕкĕчĕпе, Петров Василий Петровичпа çемье çавăртăмăр. Василий Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. 1945 çулта вăрçăран кăкăр тулли медальпе таврăннă. Çав орден-медальсене ачасене выляма панă. Мĕн тери хаклă наградăсем пулнине ун чухне ăнланман та пуль. Эпир унпа  çичĕ ача çуратса  ÿстертĕмĕр. Ачасем пурте ÿссе çитĕнсе хăйсем йăва çавăрнă. Шел,  упăшка 2004 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ.  Халь эпĕ кĕçĕн хĕр Лиза патĕнче пурăнатăп. Кĕрÿпе иккĕшĕ мана пĕчĕк ачана пăхнă пекех лайăх пăхаççĕ. Манăн халь 16 мăнук, 25 кĕçĕн мăнук, 2 чи кĕçĕн мăнук. Çавсемпе савăнса пурăнатăп.

- Мĕн сĕннĕ пулăттăр пире хальхи çамрăксене?

  - Урăх нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ. Эпир курнине сирĕн курмалла ан пултăр. Кăçал 98 çул тултаратăп ĕнтĕ.Турă çакăн чухлĕ пурăнма сывлăхне пачĕ. Сире те çамрăксене ман çула çитме сывлăх сунатăп, пехил паратăп.

 - Тавтапуç сире, ырă сăмахсемшĕн. Тавах пире телейлĕ кун-çул парнеленĕшĕн.