Г.Н.Волковãн
«Ылтãн çĕр» калавĕ тãрãх Çемье çулталãкне
халалласа ирттермелли вãйã.
Тĕллевсем:
1)
Г.Н.Волковãн калавĕсене вуласа ãса хывасси, пуплеве аталантарассипе малалла
ĕçлесси; 2) чãвашсен ĕлĕкрен пыракан йãла-йĕркине ãруран ãрãва парса пырасси, сыхласа
хãварасси; 3) чãваш халãх юрри-кĕввине юратма, тãван халãх культурине упрама
вĕрентесси; 4) тãван çĕре, тавралãха юратма, унãн пурлãхне упрама хãнãхтарасси.
Кирлĕ
хатĕрсем:
чãваш çи-пуçĕпе ал ĕçĕсем.
Вãйã
юхãмĕ.
Ертсе пыракансем – 6 класра вĕренекенсем:
арçын ачасемпе хĕр ачасем.
1-мĕш ертсе пыракан (хĕр ача). Ĕлĕкхи
хресчен пурнãçĕ нихãçан та çãмãл пулман. Çулла та, хĕлле те унãн аллинчен ĕç
кайман. Тем пек йывãр пулсан та – ял çынни, яш-кĕрĕм уявсенче выляса савãнма
пĕлнĕ. Савãнма пĕлнисĕр пуçне чãвашсем питĕ ĕçчен халãх пулнã, тĕрлĕ халãхсемпе
те туслã пурãнма тãрãшнã.
Автор: Ĕлĕк-авалах Чãваш çĕрне инçетри пĕр
патшалãхран элчĕсем килнĕ. Чãвашсемпе вĕсем туслã çыхãну пуçарасшãн пулнã.
2
калаçакан:
Сãлтавĕ мĕнре-ха?
Автор: Авалхи чãвашсем те хальхисем
пекех ĕçчен те сãпайлã çынсем, пултаруллã та тарãн шухãшлавçãсем пулнã. Çавãнпа
нумайãшĕ вĕсен çĕршывĕ еннелле туртãннã.
1 хãна: Аслã Атãлĕпе Шурã Атãлĕ мĕне
тãрать! Ватã юманлãхĕпе хитре çãкалãхĕ куçа илĕртеççĕ.
2 хãна: Сарã хĕвелĕпе сенкер тÿпи
кирек кама та илĕртет. Чãваш сãмахĕсем епле çепĕç тата!
3 хãна: Юрри-сãвви ытармалла мар!
Тĕррисем, тĕррисем епле хÿхĕм тата!
1
калаçакан:
Пирĕншĕн, чãвашсемшĕн, кÿлĕ хĕрринчи хãмãш çулçийĕ те, шурлãхри хãяхĕ те
пурçãннãн туйãнать, çемçе те ачаш вĕсем.
2
калаçакан:
Хамãр çĕр çинче ÿсекен курãк та чи ешĕлли пирĕншĕн, тÿпе – чи сенкерри, хĕвел
вара – чи сари.
1, 2 калаçакансем
пĕрле:
-
Тĕнчере тãван кĕтесрен, тãван çĕртен, тãван халãхран хакли нимĕн те çук (кĕрсе
каяççĕ).
Автор: Çапла вара, элчĕпе
унãн çыравçи Чãваш çĕршывĕ тãрãх нумай çÿренĕ. Таçта та çитсе курнã.
Курни-илтнине хãйсем йãлтах хут çине ÿкерсе илнĕ, çыра – çыра пынã.
Чãваш патши хãй патне килнĕ çак хãнасене
пулãшма ятарласа çул кãтартакан çын уйãрса пынã. Патшин ячĕ манãçнã, çул
кãтартаканнин ятне астãвакансем халиччен те пур-ха. Посолпа ãна пулãшакан
çыравçãн ячĕсене те кĕнекеçĕсем паянхи кунчченех асра тытаççĕ.
Патша Атãлтан аякрах мар Виçĕ Кÿлĕ текен
вырãнта пурãннã пулнã. Ун патне тарçисем пынã та çапла каланã:
1
тарçи: Ютран
килнĕ хãнасем пирĕн Атãла пит мухтаççĕ. Пирĕн вãрмансенче кайãк-кĕшĕкпе
тискер кайãксем çав тери йышлã пулнинчен тĕлĕнеççĕ.
2
тарçã: Хĕрсен
юррисене çыра-çыра илеççĕ, ваттисен сãмахĕсене те çырса пыраççĕ. Чãваш
тĕррисене ÿкереççĕ, тĕрленĕ сурпансене темĕн чухлĕ ылтãн укçа пара-пара
пуянаççĕ.
1
тарçã: Çаксене
пурне те хãйсен патшине илсе кайса кãтартасшãн.
Патша:
чĕнсе
килĕр-ха ман пата килнĕ хãнасене.
Тарçãсем:
юрать,
хатĕр чĕнĕпĕр!
Хãнасем
пырса çитеççĕ.
Патша:
- Ырã
кун пултãр сире, хисеплĕ хãнасем. Ыр кãмãлпа сире ãшшãн саламлатпãр, чãваш
çĕрне килсе курнã ятпа. Хапãл тусамãр сире хãналама. Пурне те кĕрекене чĕнетĕп.
(Сĕтел хушшинче ларса апатланаççĕ).
-
Астивсе пãхсамãр чãваш сãрине, турãхне, çãкãрпа пылне. Çичĕ тĕрлĕ какайпа çичĕ
тĕрлĕ курãкран салма яшки пĕçерттертĕм. «Салма яшки – салам яшки» вãл. Халĕ
сире эпĕ хаклã йышши япаласем парнелĕп. (1-не шãрçа, ахах-мерчен, савãт-сапа,
мãй çыххи, йãвача-ачãрсене савãнтарма).
Хãнасем кайма пуçтарãнаççĕ, кимĕ патне
утаççĕ.
Патша: Сире ãсатса яма хамãн
ĕçтешсене шанатãп (тарçãсем ãсатса яраççĕ).
Тарçã:
Чипер
юлãр!
Патша:
Тата
та килсех çÿрĕр!
(Хãнасем
кимĕ патне ларма шутлаççĕ, тарçãсем вĕсене тытса чараççĕ).
1
тарçã:
Тãхтãр-ха, юлташсем, ан васкãр. Эпĕ сирĕн пушмакãрсене хывма ыйтасшãн (лешсем
хываççĕ).
(2
тарçи, 3 тарçи пурин уринчи пушмакĕсене тасатса илеççĕ, шурã тутãрĕсене
тирпейлесе кĕсйисене чикеççĕ. Вĕсене тепĕр хутаç укçа парса яраççĕ.)
1
хãна:
Мĕнле йãла ку сирĕн, чãвашсен?
1
тарçã: Эсир
хãвãр куçãрпа çав тери чечен те тулãх Чãваш çĕршывне куртãр, тĕнчери чи илемлĕ
çĕршывпа паллашрãр. Пирĕншĕн çак çĕртен хакли тĕнчере нимĕн те çук.
2
тарçã: Çак
çĕр çинче пин çулхи юмансем саркаланса лараççĕ, пыл хурчĕсем хãйсен çепĕç
юррине юрлаççĕ. Кунта ÿснĕ çĕмĕрт турачĕсем çине эпир хамãр ачасен шãнаршине
çака-çака янã. Сãпка юрри юрласа вĕсене çывãртарнã.
3
тарçã: Тãван
çĕр çинче пин çула çитнĕ юмансене çурса хãма тãватпãр, çав хãмаран тупãк туса
тĕрĕллĕ сурпан сырнã асаннесемпе кукамайсене пытаратпãр. Тãван çĕрте çãва та
тãван. Çак çĕр çинче эпир хамãрãн чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе калаçса чуна
пусаратпãр, вãйãра та, туйра та хамãр юрãсене юрласа йãпанатпãр, юпа уйãхĕнче
вара ваттисене асãнатпãр. Ывãнсан çак çĕр çине выртса канатпãр.
1
тарçã: Çак
çĕр çинчи улãхсенче пирĕн выльãх кĕтĕвĕ çÿрет. Çак сукмаксенче пирĕн маçаксен
урисем, асаттесен урисем, пирĕн хамãрãн урасем, пирĕн ачасен тяпписем таптаса
хытарнã.
Пурте
пĕрле тарçãсем:
Чãваш çĕрĕ – пирĕншĕн атте те, анне те, тãван пичче те!
Ку
çĕр – сãваплã та таса!. Тãван çĕрĕн тусанĕ те тãван, пылчãкĕ те пылак!
Автор
тухать:
Эсир пирĕншĕн хисеплĕ хãнасем пултãр, сирĕншĕн нимĕнле хаклã парне те шел мар.
Анчах та Чãваш çĕрĕ пирĕншĕн чи хакли. Сире эпир унãн куçа курãнман тусан
пĕрчине те пама пултараймастпãр. Çавãнпа та сирĕн пушмакãрсем тап-таса. Çиленсе
ан кайãр пире. Сывã пулãр! Такãр çулпа утмалла пултãр сирĕн!
Хãнасем: Тавах сире, ырã
çыннãмãрсем! Сывã пулãр та пур пулãр! Чипер юлãр!
Автор:
Турãпа пĕрле çÿрĕр! Чãваш халãхĕ пек ĕçчен те
маттур пулãр. Ĕçе юратãр. Ĕç çеç çынна хисепе кãларать.