Открытый урок, посвященный Волкову Г.Н.

Чăваш литератури предмечĕ.  5-мĕш класс. Чăваш ачисем валли хатĕрленĕ урок.

Урок теми:Г.Н.Волковăн  „Ăслă ача” калава тишкересси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Çыннăн ĕçĕ-хĕлĕн, шухăш-кăмăлĕн киревсĕр енĕсене курма вĕрентесси. Ачасене ваттисене хисеплеме, ырă кăмăллă , сăпайлă пулса ÿсме хăнăхтарасси.

 

Пĕлÿ тĕллевĕ: Г.Н.Волковăн „Ăслă ача” калавĕпе  К. Д.Ушинскийăн „Дедушка” юптарăвне  ,Л.Н. Толстойăн „Старый дед и внучек” юптарăвне, тата Братья Гримм „Старый дед и внучек”  юмахне танлаштарса мĕн пĕрлештернине тупасси.

 Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕрлесси.

Аталантару тĕллевĕ: ушкăнпа ĕçлеме; танлаштару, пĕтĕмлетў  тума; снарл смах илемне асрхама, сăнарлă шухăшлама хăнăхтарасси; илемлĕ вулав хăнăхăвне вĕреннĕ май мимика, сасă улшăнăвĕ сăнара уçса пама кирлине ăнкартасси.

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеме вĕрентесси, рольсемпе выляни, синквейн туни, хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса вуласси.

Пуплеве аталантарасси: илемлĕ, ăнлантаруллă вуласси; Хайлавсене  шайлаштарса тишкересси;  вуланă хайлава хак парасси, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхасси, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарасси.

Словарь ĕçĕ:

Сăрне илнĕ –йăлăхтарса çитернĕ

Шартлама сивĕ  - питĕ сивĕ.

Тарăн вар – тарăн çырма

Айăп – йăнăш туни

Корытце – валашка

Лоханка - такана

Литература теорийĕ: Калав, юптару, юмах.

Урокра усă куракан хатĕрсем: сăр кăранташĕсем, ÿкерчĕксем.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентации, мультимедиапроектор.

Урок тĕсĕ: урок-проект

                                                     

Урок юхăмĕ:

Урок эпиграфĕ:

                          „Ача ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать” .

                                                                                                                                                       Ваттисен сăмахĕ.

I тапхăр. Вĕренекенсене темăпа интереслентерсе ярасси. Сценка кăтартасси.    

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ: (Урок темипе тĕллевне палăртасси): Паянхи урок теми мĕнле-ши, ачасем?

Урока йĕркелени: 1.Сывлăх сунни. 2.Дежурнăйсене калаçтарасси.

II тапхăр. Текста  вуласа ăнланасси, ăса хывасси.

  1) Учитель сăмахĕ:

- Паян эпир чăваш çыравçин   Геннадий Волковăн „Ăслă ача ”  калавĕпе  тата вырăс çыравçисен К.Ушинскийăн „Дедушка” юптарăвне,  Л.Н. Толстойăн „Старый дед  и внучек” юптарăвне, нимĕç çыравçисен Братья Гримм „Старый дед и внучек”  юмахне танлаштарса мĕн пĕрлештернине тупăпăр;  темипе  проблемине ăнланма тăрăшăпăр.

Класа 4 ушкăна пайлатпăр:

1-мĕш ушкăн – Г.Н. Волков „Ăслă ача”;

2-мĕш ушкăн – К.Ушинский „Дедушка”

3-мĕш ушкăн – Л.Н. Толстой „Старый дед и внучек”

4-мĕш ушкăн – Братья Гримм „Старый дед и внучек”

Текстпа ĕçлесси:

1.     Çак хайлавсене вуласа тухсан сирĕн куç умне мĕнле ÿкерчĕк тухса тăчĕ?

2.      Мĕн вăл çемье?

3.     Мĕнле туйăм тыткăна илчĕ сире?

4.     Хайлавсем миçе пайран тăраççĕ?

5.     Çак хайлавсем мĕне вĕрентеççĕ?

6.     Ăса вĕрентекен хайлавсем теме пулать-и вĕсене?

7.     Хайлавсен тĕп шухăшĕ мĕнле-ши?

8.     Ашшĕпе амăшĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрать çак ача?

9.     Паянхи кун вăйпитти ачисем ашшĕ-амăшне ваттисен çурчĕсене кайса янине çак калаври ватă çынна çырмана кайса янипе танлаштарма пулать-и?

10.    Ватă çынсене эпир мĕнпе пулăшаятпăр?

Тест ĕçĕ

1.     Ватă çын кампа пĕрле пурăннă?

1)     Ывăлĕ, кинĕ

2)     Ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕ.

2.     Мăнукĕ миçе çулта пулнă?

1)     7-8 çул

2)     5-6 çул

3.     Калавра çак сăмахсене кам кама калать? «Аçуна çунашка çине ларт та тарăн вара леçсе пăрах»

1)     Кинĕ упăшкине

2)     Мăнукĕ аслашшĕне

4.     Тарăн вар тесе мĕнле вырăна калаççĕ?

1)     Кÿлĕ хĕрри

2)     Тарăн çырма

5.     Мăнукĕ çырмаран мĕн сĕтĕрсе хăпарать?

1)     Çуна

2)     Йĕлтĕр

6.     Ашшĕ мĕншĕн ывăлĕн сăмахĕсенчен хăраса ÿкет?

1) Ывăлне кÿрентересшĕн мар

2) Ватăлсан хăйне çакăн пек килсе пăрахасран хăрать

7. Тĕп шухăшĕ мĕн-ши çак калавăн?

            1) Айăпа йышăнма пĕлмелле

            2) Ватта сума сăвакан – хăй те  ырă куракан

 

III  тапхăр. Çĕнĕ темăна ăнланасси. Текстри пулăмсем пирки шухăшласси, вĕсене хакласси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси.

 Хайлавсен актуаллăхĕ.

Хайлавсене тахçанах çырнă. Анчах паянхи кун та вĕсем кивелмен-ха. Мĕншĕн?

Ыйту тухса тăрать: çак хайлавсене ачасем валли е аслисем валли çырнă-ши? Киле кайсан калава аçупа аннÿне вуласа парăр, вĕсем мĕн шутлаççĕ-ши çакăн пирки?

4 хайлавăн уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене тупса палăртăпăр. Таблицăна тултарăпăр.  (10 слайд)

 

 

 

 

Г.Н.Волков

 (1927-2012)

К.Д.Ушинский

(1824-1870)

Л.Н.Толстой

(1828-1910)

Братья Гримм

( Вильгельм -1781 -Якоб -1785 - 

1.     Жанрĕсем

Калав

Басня

Басня

Сказка

2.     Калуçă

3 сăпат

3 лицо

3 лицо

3 лицо

3.     Сăнарсем

 

 

 

 

  Тĕп сăнар

Ăслă ача, 7-8 çулхи

Внук (маленький сынок)

Миша внучек

Внук, 4 года

Иккĕмĕшле сăнар

Ват çын, ывăлĕ, кинĕ

Дед, сын, невестка

Дед, сын, невестка

Старый-престарелый дед, сын, молодая невестка

Сăнарсем хушшинчи калаçу (диалог)

Ашшĕпе ывăлĕ

Мать с сыном

Сын с отцом

Отец с ребёнком

4.     Ĕç сăлтавĕ

Кинĕ, сивĕрех кăмăллă çын, ăнă пăхма юратман

Сильно дряхлел дедушка, плохо видел, плохо слышал, руки и ноги дрожали от старости: несёт ложку ко рту и суп расплёскивает.

Стал дед очень стар, ноги не ходили, глаза не видели, уши не слышали, зубов не было, когда ел, текло назад изо рта.

Старый-престарелый дед, глаза ослепли, уши оглохли, дрожали колени. Сидел за столом, еле держал ложку в руках и проливал суп на скатерть, изо рта суп капал на стол.

5.     Ват çын япали (савăчĕ), вырăнĕ,

 туйăмĕ

Çунашка

 

Тарăн вар

   -----------

Деревянная миска

 

За печкой

Задрожали руки у старика

Лоханка

 

За печкой

Старик вздохнул и ничего не сказал

Деревянная мисочка

 

За печкой

На глазах у деда показались слёзы

6.     Ача калаçăвĕ (хуравĕ)

„Аннепе эсĕ ватăлсан та сире çак çунашка çине лартса хам килсе пăрахăп”.

„Вот как вы с тятенькой состаритесь, я и буду вас из деревянной коробочки кормить”.

„Это я , батюшка, лоханкуделаю. Когда вы с матушкой стары будете, чтобы вас из этой лоханки корить”.

„Я делаю корытце, буду кормить из него отца с матерью, когда стану большим”.

7.     Ашшĕ-амăшĕн тыткаларăшĕ, туйăмĕ

Ашшĕ ачин сăмахне илтсен вăл хăраса каять, алли-ури чĕтреве ÿкет.

Переглянулись отец с матерью и покраснели.

Муж с женой поглядели друг на  тех пор сажать его за стол друга  и заплакали.

Посмотрели муж и жена друг на друга и заплакали.

8.     Ача сăмахĕсем хыççăнхи пулăм

Çырмана васкаса чупса анать те хăйĕн ашшĕне юр ăшĕнчен кăларать, ăна каллех киле туртса таврăнать. Киле таврăнсан ывăлĕн сăмахне арăмне каласа парать. Ват çын пурнăçĕ лайăхланать,  килте ăна урăх нихçан та никам та кÿрентермест. Кинĕпе ывăлĕ ват çынна лайăх пăхаççĕ.

Полно с тех пор старика за печь прятать, из деревянной чашки кормить.

Им стало стыдно за то,и стали что они так обидели старика;  и стали с тех пор сажать его за стол и ухаживать за ним.

Подвели тотчас старого деда к столу и позволили ему с той поры есть всегда вместе с ними и не попрекали его, если немного проливал суп на стол.

9.     Мораль (вĕрентсе калани)

Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан, ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан тесе ахаль каламан çав.

Подсади на печь дедушку, тебя внуки подсадят. Уважай старика; сам будешь стар.

 

 

   -----------

 

 

 -----------

 

 

 2. Ваттисен сăмахĕсене кашни ушкăн вуласа пани


4 тапхāр.  Ачасен ăнланăвĕсемпе хăнхăвĕсене çирĕплетни


 

3. Кластер тăвасси. Ачасем , эсир  халĕ „Пирĕн çемье’ кластер тăвăр.

 


4.Ушкăнпа ĕçлесси „ Пирĕн çемье”


1-мĕш ушкăн – Г.Н. Волков „Ăслă ача” хайлав тăрăх синквейн туни.

2-мĕш ушкăн  –  К.Ушинский „Дедушка”- хайлавĕ тăрăх синквейн туни.

3-мĕш ушкăн – Л.Н. Толстой „Старый дед и внучек” хайлавĕ тăрăх синквейн туни.

4-мĕш ушкăн – Братья Гримм „Старый дед и внучек” хайлавĕ тăрăх синквейн туни.

 

5.Кашни ушкăн хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарни


5 тапхāр.  Пĕтĕмлетни. Рефлекси .

Хамăр ĕçсене пĕтĕмлетсе хаçат кăларатпăр, мĕн тунисене пĕтĕмпех çыпăçтаратпăр (кашни ушкăнран 1 ача доска умĕнче ĕçлет.Ыттисене ыйтусем парса ĕçлеттерни)

Пĕтĕмлетÿ:

1. 4 хайлава танлаштарнă хыççăн эсир мĕн калама пултаратăр?


2. Ачасен пĕлĕвне  хаклани.            

 

6 тапхāр.   Киле ĕç пани (пĕрне суйласа илмелле).

1. Тимур ушкăнĕ ватăсене пулăшнине каласа памалла.

2. „Пирĕн çемье” хайлав çырăр.

3. Асаннепе асаттен сăн ÿкерчĕкне тумалла