Очерк Мурзакаевой, посвященный Году семьи

 

Очерк.

Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕ ачашăн ырă тĕслĕх.

Йывăç хунавпа ,туратсемпе вăйлă,

                                                    этем вара – ачисемпе.

                                                          (Халăх сăмахлăхĕ).

     Шăппăн-шăппăн, йăппăн- йăппăн шуса килчĕ шуçăм. Кÿршĕ ял хыçĕнчи тăвайкки тăрринче хĕвел хăйĕн çаврашкине пĕчĕккĕн- пĕчĕккĕн кăтартса, пысăклатса пычĕ. Пĕрре вăл шуралса илчĕ, тепре хĕреле- хĕреле тÿпене кармашрĕ. Тăвайккинчи çамрăк хурăнсене мăкăнь тĕсĕ çапрĕ.

     Çĕнĕ кун килет. Анăç енче – урăх сăн. Куçпа пăхса çитейми инçете тĕллĕн- тĕллĕн симĕс, сарăрах, хăмăртарах, кăвактарах, хурарах тĕслĕ хир тăсăлать. Такам ятарласа сăрă тăкса тухнă тейĕн уй-хир тăрăх.

     Эпĕ, аслă шкула – ял хуçалăх ĕçне вĕренме кĕме хатĕрленнĕскер, укăлча хапхи умĕнче тăратăп. Манăн ыран Шупашкара тухса каймалла. Тăван енрен пĕрре те уйрăлас килмест. Хула пурнăçĕ мана илĕртмест. Тăван кĕтес, ачаран çара уран чупнă çырма-çатра, уй-хир манран нихçан та уйрăлас çук пек туйăнать. Инçе çула тухас умĕн эпĕ тăван тавралăха пăхса çаврăнасшăн.

     Акă хапхаран ĕне кĕтĕвĕ тухать, ун хыççăн – сурăх кĕтĕвĕ (пирĕн ялта, эп астăвасса, кĕтÿ яланах ир хăваланă). Кĕтÿçĕ çук пирки  черетпе илсе тухаççĕ выльăха çырмана.

     Ĕнесем хыçĕнчен хул пуççи урлă çакса янă пушă авринчен кăшт кăна пысăкрах ача пырать. Куçĕсене шăлкалать. Çывăрса тăранман ĕнтĕ.

     Эпĕ кĕтÿ кайнă çырмана мар,урăххине çул тытатăп.Тарăн вар теççĕ ăна.Пуян çырми тесе калакансем те пур.Тем тĕрлĕ йывăç-курăк  ÿснĕрен çапла ят панă имĕш.

     Шăлан çеçки шăрши чуна каçăхтарса сипетлет.Ирхи сулхăнра çамрăк вĕрене çулçисем кăшт чĕтресе илеççĕ. Шутламан- туман çĕртен сăвă йĕркисем çуралаççĕ:

Ырă-ырă шăршă…

Темле сăн та пур:

Капăр, симĕс чăрăш

Ташша тухнă – кур!

     Çырма пуçĕнче чăн-чăн вăйă карти, чăн-чăн кайăк концерчĕ тейĕн…Мĕн вăл симфони! Мĕн вăл опера! Этем хăлхишĕн тĕрлĕ- тĕрлĕ кайăк сассилĕ пурнăç юрринчен ырăраххи мĕн пултăр?

     Хамăн шухăшăмпа пынă май вĕçен кайăксене асăрхарăм. Вĕçен кайăксем – вăр-вар, çаврăнăçуллă чĕрĕ чунсем. Вăрмансене, кÿлĕсемпе юхан шывсене, ялсене илем кÿреççĕ вĕсем. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, вĕçен кайăксем шуса çÿрекен тăватă ураллă  чĕр чунсенчен 190 млн. çул ĕлĕкрех, мезозой эринчи тапхăрĕнче аталанма пуçланă. Авалхи вĕçен кайăк инçе вĕçме пултарайман иккен, çуначĕсене сарса пĕр йывăç çинчен теприн çине çеç куçнă. Хальхи вăхăтра кайăксен 8590 тĕсĕ пурăнать имĕш.Чăваш Республикинче вĕсен  2000 яхăн  тĕс пур теççĕ. Пирĕн таврара вĕсем миçе-ши? Питĕ пĕлес килет.

      Колхозра ĕç кунĕ пуçланчĕ пулас: сенажлăх утă çулакан трактор  çÿллĕ прицеп кăкарса хире тухрĕ. Ун хыççăн тепре, унтан – виççĕмĕшĕ. Вĕсене пăхса тăраканĕ вара  хамăр урамри Куприянов Анатолий Зинонович. Вăл ялта паллă механизатор  шутланать. Хăйĕн ĕçне мĕн пĕчĕкрен  çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Унăн икĕ пиччĕшĕ те районта яланах ял хуçалăх ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вăл хăйĕн пиччĕшĕсемпе пĕрле ялта 2 гектара яхăн çĕр тытать. Унта тĕрлĕ йышши çĕр улми, сухан, севок тата  кишĕр çитĕнтереççĕ. «Кашни çыннăн çĕр çинче пурăнмалла, пахча çимĕç туса илмелле. Çĕр çинче халĕ темле химии япали те туса кăлараççĕ. Вĕсенчен чылайăшне этем организмĕнче тупаççĕ. Ял хуçалăхĕнче усă куракан удобренисемпе пестицидсем те апат-çимĕçпе пĕрле çыннăн организмне çитеççĕ. Çавăнпа та химисĕр агротехникăна кăна тата асаттесен таса çĕр ĕç культурине çĕнĕрен алла илесчĕ, хамăр пурнăçа йывăр саманана кĕртсе ÿкерес марччĕ», - тет манăн кукаçи. Тарăн шухăшлă сăмахсем- çке тетĕп.

      Шутлатăп та тĕлĕнетĕп: этем халиччен тĕкĕнмесĕр выртнă çĕрсене сухалать, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессинче фабрикăсемпе заводсем тăвать, чăтлăх вăрмансенче çĕнĕ хуласем çĕклет. Çапла, этемрен ăслăраххи тата вăйлăраххи çук. Вăл пур ĕçе те тума пултарать.

      Апла пулсан, малашне манăн та пысăк ĕмĕтсене пурнăçа кĕртесчĕ: ялта улма-çырла, кану сачĕсем лартса ÿстерес, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр ĕрчетес. Анне сăнаса, куç пек асăрхаса тăнă илемлĕ чечексен дендрарине малалла упраса хăварасчĕ. Çакă пурин чун-чĕрине те савăнăç кÿтĕр.

      Шухăшăмпа эпĕ шыв хĕррине антăм. Пăла çийĕн  шур алса пек шур кăпăк татăкĕсем юхаççĕ. Шывĕ лĕп. Çырмаран пĕр йĕкĕр ывăç шыв ăсса ĕçрĕм те каллех çырмаран хăпартăм, вар хушшипе утрăм. Сăрталла çитсессĕн тăван киле асăрхарăм. Тăван кĕтесе таçтан та уйăрса илме пулать-çке. Кунта пĕтĕмпех ырă, лăпкă. Ăшă çăкăр пĕçереççĕ, тарават кĕтсе илсе ăш пиллĕн ăсатаççĕ, ырă сăмахпа чуна лăпкаççĕ. Çилĕ те ăшăрах пек тăван кĕтесре.

Çын, çырма-çатра ячĕсем те кунта кăмăллăрах илтĕннĕ пек туйăнаççĕ,. Эпĕ пĕр утă купи çумне лартăм та шухăша кайрăм…

      Çак ялта манăн тăван кил, манăн туслă та ĕçчен çемье пурăнать-çке… Çакă мар-и-ха вăл телей? Вĕсенчен хакли, çывăххи  маншăн никам та çук.

      Мĕн пĕчĕкрен пирĕншĕн анне – çемье ăшши, атте – çемье тĕрекĕ пулнă. Эпир, ачисем, вĕсемшĕн мухтанатпăр, тивĕçлипех мăнаçланатпăр, килĕшӱллĕ пурăннăшăн савăнатпăр. Турă вĕсене мĕнле курасшăн пулнă – çав енсем вĕсенче пурте пур: ĕçчен, тăрăшуллă, вăй-халлă, шанчăклă. Ĕçĕ-хĕлĕ , шухăш- ĕмĕчĕ, ăсĕ-тăнĕ – пурте мухтава тивĕçлĕ. Пурин валли те тимлĕх çитет-çке вĕсен.

      Шухăш авăрне малалла тăсатăп… Çемьере  татăлухпа çураçулăх пулсан темле йывăрлăха та çĕнтерме пулать пулĕ. Авалхи халап аса килчĕ.

      Пĕр пĕчĕк пӱртре виçĕ-тăватă çемье пурăннă. Ваттисем вăй питти ывăл- хĕрне ăс панă, мăнукĕсене йăпатса, вăлтса ĕçе вĕрентсе пынă, ăслă-тăнлă ӱстерме тăрăшнă. Нимĕнле йывăрлăхра та пуç усман, пĕрлĕхре пурăннă.

      Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев та хăйĕн халалĕнче çемье çынна канăçлăх, татулăх, телей парать тенĕ. Апла пулсан мана та чи çывăх тăвансен юратăвĕ, вĕсем пулăшса пыни, туслă пурăнни вăй парса тăрĕ. Çемье тĕрекĕ вăл – ĕçчен пулса ӱснинче тетĕп. Ĕçченлĕхпе юнашар вара ялан тăрăшуллăх, перекетлĕх, тирпейлĕх пулмалла. Шăпах эпĕ аннен ыр кăмăллăхне, ĕçченлĕхне курса ӱсрĕм, пичче вара аттен çирĕплĕхне туйса ӱсрĕ. Ырă енĕсене тĕслĕх вырăнне хурса вĕсем пек пулма тăрăшрăмăр. Çак çултан пирĕн пăрăнас марччĕ.

      Темле йывăр пулсан та пире вĕсем аслă пĕлӱ пама  тăрăшаççĕ. Çавăнпа пулĕ хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ.

      Хамăр тăрăхра çуралса ӱснĕ паллă профессорăн  - Г.Н.Влковăн сăмахĕсем аса килчĕç. Вăл çамрăксене вĕрентсе асламăшĕн сăмахĕсемпе çапла калатчĕ: «Тăван çĕршыва, тăван ене, кĕтесе, киле юрат. Вĕсем сана  сывлăш, пурнăç панă. Нихăçан та тăван киле, тăван ене ан ман, ăна упра, унпа мухтан». Чăннипех тарăн шухăшлă сăмахсем. Мĕн чухлĕ ырри, пахи те ăслă шухăшсемпе калама пултарнă тетĕп.

      Тăван кил ăшшине пирĕн нихăçан та манас марччĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе те пулсан тăван киле телей кӱресчĕ тетĕп. Атте-анне пирĕншĕн тăрăшнине манас марччĕ. Вĕсен умĕнче эпир ĕмĕр- ĕмĕр парăмра. Анне пур чухне хӱтлĕх те, хĕвел ăшши те пур пек мана. Тăван килте вăл хĕвел пулса çӱрет пек, пире те хĕвел пулса пăхать. Хăйĕн ăшшине вăл пире парать, ачисене. Манăн аннене – Кожевникова Марина Деомидовна тесе чĕнеççĕ. Ялта ӱссе çитĕннĕ май, вăл та çĕр ĕçне  юратать. Çемйипех пахчара килĕштерсе ĕçленине курсассăн – чун савăнать. «Чăн – чăн çĕр ĕçченĕсем эсир», - тесе мухтать пире кукамай.

       Ас тăватăп-ха, пурте умлăн-хыçлăн харăс кӱршĕ ялти шкула тухса утаттăмăр. Каç ĕнтрĕкĕ çапсан тин таврăнаттăмăр. Ывăнса килнине пăхмасăрах тӱрех килти ĕçсене тума пикеннĕ. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усранă, пахча çимĕçне те акса-туса илнĕ.

       Мана мĕн пĕчĕкренех тăван тавралăха, çуралса ӱснĕ ене юратма, ăна хӱтĕлеме, ун сывлăшĕпе сывлама тивĕçлĕ пулма атте-анне те, шкулти вĕрентекенсем те час-часах асилтереççĕ. Çак вĕрентӱ пуриншĕн те усăллă пуласса эпир те лайăх чухлатпăр. Уйрăмах чĕлхепе литература урокĕсенче  тăван енĕн пахалăхне курма, тăван кил ăшшине тытса пыма тата тăван çĕре юратма, ăна тивĕçлĕ хаклама тăрăшатпăр. Ахальтен каламан Г.Н.Волков: «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак»,- тесе.

       Халăх учителĕн – Василий Александрович Сухомлинский каланă сăмахĕсем аса килеççĕ. Вĕсем - чĕре варринчех. «Таса сăмахсене упра, хакла, - тенĕ вăл.  – Тăван çĕршыва юратни çинчен ан кăшкăраш, унăн ырлăхĕшĕн, телейĕшĕн, хăвачĕшĕн ĕçле. Аçу-аннӱшĕн чи пысăк телей вăл – санăн тӱрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхӱ, санăн ĕçри, вĕренӱри ӱсĕмӱсем. Тăван киле телей кӱрекен пул»

       Çак шухăшсен ытамĕпе утнă май эп киле те çитрĕм. Каллех юратнă çыннăмăрсен лăпкă сассине илтетĕп. Манăн аттепе аннен иккĕшĕн те пĕр шухăш тĕллев пулнă иккен – пире, ачисене, ырă тĕслĕх кăтартса тĕрĕс пăхса ӱстерсе çитĕнтересси. Вĕсен ĕçне пирĕн малалла тăсасчĕ. Ахальтен мар ĕлĕкех чăвашсем ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет тенĕ. Эпĕ те хама ăраскаллă тесе шутлатăп. Манпа юнашар – аттепе анне, чи çывăх çынсем. Вĕсем манăн савăнăç, шанăç, тĕрев.

       Паян эпĕ каç пулнă-пулманах çывăрма выртасшăн: ыран ирех тăрса çула тухмалла. Манăн пĕртен-пĕр шухăш – çĕр ĕçĕпе çыхăннă профессиех алла илесчĕ, тăван киле телей кӱресчĕ.

       Каçхи ял шăплăхне тăнларăм. Ял, уй тăрăх купăс çемми сарăлчĕ. Тăван сăнсем…  Тăван сасăсем… Тăван кил… Тăван атте-анне… Мĕнле пăрахса каяс сире… Пин-пин çăлтăрлă тӱпере сирĕн телей çăлтăрĕ нихăçан та ан сӱнтĕр, юратнă çыннăмăрсем.

Йăмраллă ял, уй-хир, вăрман

Каяс çук нихăçан асăмран.

Пурте çывăх, пурте тăван,

Илĕртӱллĕ, илемлĕ, пуян.

 Мурзакаева Елизавета

                       Елчĕкри вăтам шкул,10 класс